Тӗн — Тӗшмӗш

 

9715Ӑрӑмҫӑ ӑрӑмлать.Тӗн — Тӗшмӗш
9716Ӑрӑмҫӑпа ҫапӑҫма хӑрамалла теҫҫӗ.Тӗн — Тӗшмӗш
9718Качака купӑсташӑн, пуппа тиек — укҫашӑн та эрехшӗн.Тӗн — Тӗшмӗш
9720Клуххуй панамаршӗн икӗ хут чан ҫапмасть теҫҫӗ.Тӗн — Тӗшмӗш
9721Мулла пуҫне мур кӗтӗр.Тӗн — Тӗшмӗш
9122Мулла пуҫне мур ҫаптӑр.Тӗн — Тӗшмӗш
9723Мулла ҫынна мур тивмен тет.Тӗн — Тӗшмӗш
9724Мулла хӗрӗн те хаш чухне айӑпӗ пулать.Тӗн — Тӗшмӗш
9725Мулла хӗрне мул ҫитмен.Тӗн — Тӗшмӗш
9726Мулларан мул тухман.Тӗн — Тӗшмӗш
9727Пачӑшкӑ та пӗрмай ҫӑмарта хӑпартни ҫимест.Тӗн — Тӗшмӗш
9729Попа хирӗҫ полсан телей полмастъ теҫҫӗ.Тӗн — Тӗшмӗш
9728Прихутра ҫулталӑкра ҫӗр ҫын вилмесен пупсем мӗнле пурӑнӗҫ-ши?Тӗн — Тӗшмӗш
9730Пуп автан мар, ахаль юрламасть.Тӗн — Тӗшмӗш
9731Пуп автанран ясар тет.Тӗн — Тӗшмӗш
9732Пуп алли кут хыҫне ҫитеймест.Тӗн — Тӗшмӗш
9733Пуп аминьпех тӑранса пурӑнать.Тӗн — Тӗшмӗш
9734Пуп вӗҫӗмсӗр суять, суйнипе пуять.Тӗн — Тӗшмӗш
9735Пуп вилсен те парӑм шырать.Тӗн — Тӗшмӗш
9736Пуп епле, халӑхӗ те ҫавӑн пек.Тӗн — Тӗшмӗш
9737Пуп кӗсйи нӳхреп пек тарӑн.Тӗн — Тӗшмӗш
9738Пуп куҫ нӳхреп куҫ теҫҫӗ.Тӗн — Тӗшмӗш
9739Пуп куҫӗ ӗмӗтсӗр.Тӗн — Тӗшмӗш
9740Пуп кушакӗ пул тытать, тиек йытти тил тытать.Тӗн — Тӗшмӗш
9741Пуп кушакки пул тытать, пуян ҫыннӑн — юс тытать.Тӗн — Тӗшмӗш
9142Пуп пӗр пусшӑн ҫичӗ ҫухрӑм утать.Тӗн — Тӗшмӗш
9743Пуп ҫылӑхне Тур пӗлет теҫҫӗ.Тӗн — Тӗшмӗш
9744Пуп ҫылӑхне Турӑ та пӗлсе пӗтерес ҫук.Тӗн — Тӗшмӗш
9745Пуп ҫылӑхне шуйттан та шутласа тухас ҫук.Тӗн — Тӗшмӗш
9746Пуп ҫылӑхне Шуйттан шута илет тет.Тӗн — Тӗшмӗш
9747Пуп таврашӗ тамӑк тулли тет.Тӗн — Тӗшмӗш
9748Пуп тени хӗрес хывсах мул пухать.Тӗн — Тӗшмӗш
9749Пуп тӗлне усал пултӑр.Тӗн — Тӗшмӗш
9750Пуп Турӑ парасса кӗтсе тӑмасть, хӑех илет.Тӗн — Тӗшмӗш
9751Пуп умӗнче вилсен те парӑм юлать.Тӗн — Тӗшмӗш
9752Пуп хӗресне чуптӑвиччен ырӑ ҫын чӗлӗмне турт теҫҫӗ.Тӗн — Тӗшмӗш
9753Пуп хыҫҫӑн кайсан шӑтӑка кайса вилӗн.Тӗн — Тӗшмӗш
9754Пуп этем вилессе, пуян выҫлӑх килессе кӗтет.Тӗн — Тӗшмӗш
9755Пуп янттине юратать.Тӗн — Тӗшмӗш
9756Пупа вилсен мухта тенӗ.Тӗн — Тӗшмӗш
9757Пупа вутран усал теҫҫӗ.Тӗн — Тӗшмӗш
9758Пупа курсан йӗк тупан теҫҫӗ.Тӗн — Тӗшмӗш
9759Пупа курсан ҫул ӑнмасть теҫҫӗ.Тӗн — Тӗшмӗш
9760Пупа курсан хӗрес хур, иртсе кайсан сурса хур.Тӗн — Тӗшмӗш
9761Пупа курсан хулпуҫҫи урлӑ виҫ хут сурма хушнӑ.Тӗн — Тӗшмӗш
9762Пупа куҫ ӳкмест.Тӗн — Тӗшмӗш
9763Пупа пани Турӑ умне ҫитеймӗ.Тӗн — Тӗшмӗш
9764Пупа пуҫҫапиччен пукана пуҫҫап.Тӗн — Тӗшмӗш
9765Пупа хӑнана чӗнсен майри валли те чашӑк ларт.Тӗн — Тӗшмӗш
9766Пупа хӗретеcси хӗн теҫҫӗ.Тӗн — Тӗшмӗш